*PEN — Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен, сӑвӑҫсен тата журналистсен организацийӗ
Литературӑн чикки ҫук – политика е тӗнчери пӑлхавсене пӑхмасӑр, унӑн пӗтӗм ҫыннӑн пуянлӑхӗ пулса юлмалла.
Кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, уйрӑмах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, наци е политика хирӗҫӗвӗсем илемлӗ произведенисен тӗнчине тӗкӗнмелле мар.
Тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗрне ӑнлантӑр тата хисеплетӗр тесе Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен, сӑвӑҫсен тата журналистсен организаци членӗсен хӑйсен витӗмӗпе яланах усӑ курмалла.
Вӗсен тӑшманлӑха сирсе, мирлӗ тата пӗртанлӑхра пурӑнакан пӗрлӗхлӗ этемлӗх идеалне хӳтӗлес тесе мӗн вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшмалла.
Ҫак организаци кашни ҫӗршыв ӑшӗнче тата пур ҫӗршывсем хушшинче шухӑшсене ирӗклӗн пӗлтерес принципа хӳтӗлет. Членсем хӑйсен ҫӗршывӗнче те, пӗрлӗхӗнче те, пур тӗнчере те, май пур ҫӗрте те сӑмах ирӗклӗхне пусармалли кирек мӗнле формӑсене хирӗҫ тӑма сӑмах параҫҫӗ.
PEN ирӗклӗ прессӑна хӳтӗлес тата мирлӗ вӑхӑтра витӗмсӗр цензурӑна хирӗҫ тӑрас тесе тӑрӑшать. Ҫак организаци шучӗпе, правительствӑсене, администрацисемпе институтсене ирӗклӗ критиклеме май пулни тӗнчери мӗн пур политикӑпа экономика шайне ӳстерме пулӑшать. Ирӗклӗх – вӑл ирӗклӗ яваплӑхран тӑрать. Ҫавӑнпа та организаци членӗсем суя материалсене пичетленине, юри улталанине тата политика е харпӑр тӗллевсемпе фактсене пӑснине хирӗҫ тӑма сӑмах параҫҫӗ.
